Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Епле-ха вӑл, пурнӑҫ?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 07.12.2011 22:33 | 1676 хут пӑхнӑ

Иртнӗ суйлав вӑхӑтӗнче депутат пулма ӗмӗтленекен кандидатсем хушшинче кӑткӑс ӑмӑрту пычӗ. Пухусене халӑха ытларах пухас тӗлӗшпе, ахӑртнех, вӗсӗм суйлавҫӑсене чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсене илсе килсе савӑнтарчӗҫ. Тӳлевсӗр концертсене, паллах, халӑх йышлӑн пухӑнать. Анчах та чӑн-чӑн искусствӑна юратакансемшӗн спектакаль е концерта укҫалла билет туянса курасси те ансат мар.

Ҫапла вара, юнкун каҫ, тӳлевсӗр концертсем тин ҫеҫ иртсе кайрӗҫ пулин те, Комсомольскинчи культурӑпа кану центрне кӳршӗ Елчӗк район каччи Алексей Московский килсе ҫитсен зала лӑк тулли халӑх тулчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫ кунта пӗрремӗш хут ҫеҫ мар килчӗ пулин те, унӑн юррисене куракансем хапӑл тусах йышӑнчӗҫ. Килӗшӳллӗ тумӗсемпе, хусканусемпе, пичӗ ҫинчи йӑл кулӑпа юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗ Алексей. Вӑхӑтран вӑхӑта залра пухӑннисене ачаш та ҫепӗҫ сассипе Алена Алексеева тыткӑнларӗ. Чӑн-чӑн сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗ, хусканӑвӗсем тата! — акӑш евӗр, утти шыв пек юхать, пӑхса ытармалла мар.

Каҫалсемшӗн ҫак каҫ ҫӗнӗ ят та уҫӑлчӗ: Александр Нефрит. Александр халиччен курман-илтмен юрӑҫ пулсан та, пӗрремӗш юрринченех залра ларакансемпе пӗр сӑмах тупрӗ. Тахҫанах пӗлекен артист пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илсе ӑсатрӗҫ ӑна куракансем, чӑтӑмсӑррӑн тепӗр хут сцена ҫине тухасса кӗтрӗҫ. Чӑн та, юрӑҫӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ, юрӑсене саспа ҫеҫ мар, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе шӑрантарни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. «Ҫамрӑк артистӑн малашлӑхӗ — пысӑк сцена ҫинче… Пурте пӗлекен Валерий Леонтьева та ирттерет Нефрит… Кун пек юрӑҫсене Евровидени конкурсне кайсан та пӗртте намӑс курмалла мар!...», — илтӗнче унта та, кунта та.

Георгий Мокеев конферансье те концерта пӗлсе йӗркелесе ертсе пычӗ, хутран-ситрен ҫынсене култарчӗ, тӑрсан-тӑрсан шухӑша та ячӗ.

Тулли кӑмӑлпа ял халӑхӗ килсенелле саланчӗ. Чӑн та, ҫыннӑн хырӑм тутипе ҫеҫ мар, чун-чӗрене савӑнтарма та пӗлмелле. Унсӑрӑн, епле-ха вӑл, пурнӑҫ?

#Комсомольски районӗ, #Комсомольски, #концертсем

 

Комментари:

Тимер // 5574.4.5423
2011.12.08 15:46
Питĕ шел Комсомольски район çыннисем суйлавра маттур чăвашсшăн сасăламарĕç. Тутар депутат пулсан лайăхрах пулать чăвашăн пурнăç терĕç.
2011.12.10 13:31
мĕнле чĕ ха сайтĕнче?
2011.12.14 19:57
maksim_dolmatov комментарине питех ăнланса çитеймерĕм!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем