Политика
![]() Анатолий Кузнецов. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта район администрацине ҫывӑх вӑхӑтра кам ертсе пырассине палӑртнӑ. Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн юлашки кунӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Яков Григорьев пурнӑҫланӑччӗ. Красноармейски район администрацине Александр Кузнецов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе куҫиччен вӑл 2004 ҫултанпа хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ. Ял администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн биографийӗпе паллашсан Александр Кузнецов Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техрикумӗнче вӗренни курӑнать. Автомеханикра та, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫинче те ӗҫленӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |