Ҫанталӑк уяртса ячӗ те уй-хир культурисене пухса кӗртес ӗҫ хӑвӑртланчӗ. Вӑрнар районне илсен «иккӗмӗш ҫӑкӑра» 91,5 процент кӑларнӑ. «Мураты», «Агрохмель», «Кольцовка», «Гвардеец» ял хуҫалӑх организацийӗсен ҫӗрулми пуссинче те паян-ыран ӗҫ вӗҫленмелле. Аграрисен ҫӗрулмин вӑтам тухӑҫӗ 192 центнер. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче кӑтарту пысӑкрах. «Санары» агрофирмӑра ҫӗрулмине кашни гектартан вӑтамран 300 центнер, «Знамя» кооперативра – 250 центнер пухса илнӗ.
Кӗрхи ҫӗртме сухи те пӗтмен-ха. Пӗлтерӗшлӗ ӗҫе ял хуҫалӑх организацийӗсем 85 процент (9500 гектар) пурнӑҫланӑ. Чи пысӑк кӑтарту Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн хушма хуҫалӑхӗнче: кӗрхи ҫӗртмене 2250 гектар тунӑ. «Кӑҫал ҫӗр хатӗрлеме кӑткӑс. Мӗн тӑвӑн, ҫанталӑкран иртеймӗн. Ҫапах та хресчен пархатарлӑ тивӗҫе пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Ҫӗр кӑкри ҫӑкӑр парать-ҫке», — терӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче тимлекен Валерий Филиппов механизатор.
Пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерессипе ҫулленех «Санары» агрофирма, Михаил Тарасов фермер хуҫалӑхӗ тӗллевлӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмпе купӑста, хӗрлӗ кӑшман 15 гектар йышӑннӑ. Юпан 18-мӗшӗ тӗлне пахча ҫимӗҫе 10 гектар ҫинче пухса кӗртнӗ. «Санары» агрофирмӑна хӗрлӗ кӑшман кӑларма Вӑрнарти 29-мӗш професси училищинче вӗренекенсем те пулӑшаҫҫӗ.