Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Музейри тӗлпулу

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.10.2011 13:18 | 1592 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 26-мӗшӗ Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн иккӗмӗш класӗнче вӗренекен ачасемшӗн паллӑ кун пулса юлчӗ. Уроксем хыҫҫӑн вӗсем класа ҫирӗплетнӗ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевӑпа Н.А. Атряскин ячӗллӗ музейра тӗл пулчӗҫ.

Ветеран каласа панӑ тӑрӑх Анат Камӑра пурӑнакан чӑвашсемшӗн Николай Александрович нумай паллӑ ӗҫсем тунӑ, чӑваш вырсарни шкулне уҫас тесе нумай вӑй хунӑ: тӗрлӗ шкул директорӗсемпе тӗл пулса чӑваш ачисене вырсарни шкулне пуҫтарас тӗллевпе калаҫу ирттернӗ, чӑваш чӗлхипе чӑваш культурине аталантарас тесе чӑваш ачисен ашшӗ-амӑшӗсемпе те ӗҫленӗ, тӗлпулусем ирттернӗ.

Ҫапла майпа Николай Александрович тӑрӑшнипе 1991 ҫулта чӑваш вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. 1999 ҫулччен Николай Александрович чӑваш обществин председателӗнче те ӗҫленӗ.

Ку кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унтан вара чӑваш гимназине уҫма шутланӑ, нумай вӑй хунӑ. Чӑваш гимназине уҫнӑ ҫӗрте Николай Александровичӑн тивлечӗ пысӑк.

Вӑл тӑрӑшнипе халь ачасем чӑваш гимназийӗнче тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗренеҫҫӗ, тӑван халӑх культурипе паллашаҫҫӗ.

Анат Камӑра чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас енӗпе тӑрӑшса, пархатарлӑ ӗҫленӗшӗн Николай Александровича чӑваш халӑх академикӗн ятне панӑ. Чӑваш гимназийӗнчи музее те Н.А.Атряскин ятне панӑ.

Иккӗмӗш класс ачисем пӗчӗк пулин те ветеран каласа панине тимлесех итлерӗҫ. Экскурси ӑнӑҫлӑ иртрӗ.

#Тутарстан, #Анат Кама, #тӗлпулусем, #музейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4128.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем