Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ларкей вӑрманӗнчи ҫырма сехре хӑптарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.10.2017 18:03 | 1254 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнчи ҫырма ҫынсене пӑшӑрхантарать. Вӑл 50 метр тӑршшӗ, 15 метр тарӑнӑш.

Шупашкарта пурӑнакан Сергей Сергеев ача чухне иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ку тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑннӑ. Кӑҫал хӗлле унта килнӗ те тӗлӗнсех кайнӑ: ҫырма пулса тӑнӑ.

Ку ҫырма «Ярмӑрккӑ» пасар еннелле тӑсӑлать. Унта пӑрӑх пур, унран лайӑх мар шӑршӑллӑ шыв юхса тухать. Ҫав шыв Трусиха юханшыва лекет. Ҫырма йӑтӑннӑран пӑрӑх ҫӗмӗрӗлсе пырать.

Ҫырма ҫумӗнчи уҫӑ люк та ҫынсене шиклентерет. Ку лаптӑк «Сад» хуҫалӑхӑн-мӗн. Унта тытнӑ карта Лакрей вӑрманӗн мар. Пӑрӑхӗ камӑн? Паллӑ мар-ха. Прокуратура «Сад» хуҫалӑх тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ҫырмана ҫирӗплетме ыйтнӑ. Лакрей вӑрманӗн ӗҫченӗсем ҫырмапа ҫумӑн асӑрхаттару палли лартнӑ, хӑю карса хунӑ.

#Шупашкар, #парксем, #пасарсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/17345
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 6344-5785
2017.10.19 21:46
Кам айăплă? Хуçа? Кам хуçи? Тĕп хуçи - Шупашкар хулин администрацийĕ. Кам Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ? Шупашкар хула админстрацийĕн сайт пăхăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем