Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Шупашкартан Ӗпхӗве малашне самолет вӗҫмӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 27.09.2017 11:47 | 655 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Шупашкартан Пушкӑртстанӑн тӗп хулине тата каялла самолет вӗҫтерекен «Декстер» авиакомпани ҫапла йышӑну тунӑ. Ҫавна кура ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропортран Ӗпхӗве самолет вӗҫмен.

«Мой город Чебоксары» Шупашкарти халӑхсен хушшинчи аэропортӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнчи информацие илсе кӑтартнӑ. «Шупашкар — Ӗпхӳ — Шупашкар» маршрут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Аэропортӑн ҫирӗплетнӗ расписанийӗпе килӗшӳллӗн, ку авиарейспа самолетсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен вӗҫмелле пулнӑ. Ӗнерхи кунччен Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хутчен вӗҫнӗччӗ: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: ку авиарейса Росавиаци субсиди уйӑрса пулӑшатчӗ.

#Ӗпхӳ, #Шупашкар, #самолетсем, #аэропорт, #Пушкартстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта самолет полосаран тухса кайнӑ
2016, 11, 11
Шупашкарти аэропорта тӗнче шайӗнчи евӗр тӑвасшӑн
2017, 02, 01
Шупашкарти аэропорт амбулифт туянать
2017, 08, 16
Шупашкарта самолет шассисӗр анса ларнӑ
2017, 08, 23
Шупашкартан самолетпа Екатеринбурга ҫитерӗҫ
2017, 09, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org