Гюго каланӑ тӑрӑх, халӑхсене вӗсен литературипе виҫеҫҫӗ. «Ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем — этем чунӗн тӗп конструкторӗсем», — тесе вӗрентетчӗҫ пире педагогсем. Вӗсем саспалли вӗренме пуҫланӑ ачан ӑс-тӑн тӗнчине пӗчӗкрен никӗслеҫҫӗ, ҫитӗнекенсен чунӗсенче чи кӑткӑс конструкци хӑпартаҫҫӗ — ӑс-тӑн конструкцине. Ҫавӑнпа та ҫыравҫӑн пултарулӑхӗнчен питӗ нумай килет.
Авӑнӑн 17-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майнинче вырӑнти сӑвӑ ҫыракансене чысларӗҫ. Нарӑс уйӑхӗнче Юхма Мишши ертсе пыракан ЧР Писательсен союзӗн членӗсен ретне тӑнӑ Лидия Угахинӑпа Михаил Константинов тӗрлӗрен обществӑлла премисем илме тивӗҫрӗҫ.
Чыслава Юхма Мишши, Лидия Угахина, Михаил Константинов, шкул ачисем тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Константин Яковлев ҫыравҫӑсене чечек ҫыххисем парса саламларӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Чурин Юхма Мишшине Алексеевски районӗ ҫинчен тухнӑ кӗнекен пӗрремӗш экземплярне парнелерӗ. Юхма Мишши ҫак парнене хаваспах йышӑнчӗ. Вӑл вӗренекенсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ, ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарчӗ. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнӑҫлӑ пухӑва килнисене концерт кӑтартрӗҫ. Пӗчӗк ачасен юрри-ташши куракансене уйрӑмах килӗшрӗ.
Кун хыҫҫӑн Шупашкартан килнӗ хӑнасем Аксу районӗнчи Емелькино ялне ҫул тытрӗҫ. Унта та вӗсене вӗренекенсемпе тӗлпулу кӗтрӗ. Вӑтам классенче пӗлӳ пухакансем Юхма Мишши ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа пачӗҫ. Унтакшӑра ҫуралса ӳснӗ Олег Александров ял шкулне Юхма Мишшин 65 тӗрлӗ кӗнекине (10 000 тенкӗлӗх) парнелерӗ. Тӗлпулӑва килнӗ кӳршӗри ялсен библиотекарӗсем вулав ҫурчӗсенче чӑвашла кӗнекесем питӗ сахал пулни, ҫынсем илемлӗ вулав ыйтни ҫинчен ӳпкелешсе калаҫрӗҫ, пулӑшма ыйтрӗҫ.