Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Элтепӗр Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.08.2011 21:48 | 2406 хут пӑхнӑ

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ! Хисеплӗ ентешсем!

 

Пӗлӳ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуян кӗрекеллӗ кӗркуннен пӗрремӗш кунӗнче эпир ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пуҫлатпӑр. Шкул шӑнкӑравӗн янравлӑ сасси Чӑваш Енри пилӗк ҫӗр шкулти партӑсем хушшине ларакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр вӗренекене ырӑ сунса саламлӗ.

Шкула пуҫласа каякан ачасене — кӑҫал вӗсен хисепӗ вуникӗ пин те ултҫӗр пепке — уйрӑммӑн ырӑ сунса хӑварас тетӗп. Паян эсир аслӑ пӗлӳ тӗнчине кӗретӗр, хӑвӑршӑн ҫӗнӗ, шкул пулӑмӗсемпе пуян пурнӑҫ тапхӑрне пуҫлатӑр. Шкул ҫулӗсем сире ҫӗнӗ пӗлӳ парнелеччӗр тата тӗлӗнмелле тӗпчевсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарччӑр!

Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра пӗлӳ тытӑмӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Шкултан вӗренсе тухакан ҫамрӑксен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ хӑйсен пӗлӗвне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче малалла туптать. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑру пурнӑҫ ҫулӗпе малалла ӑнӑҫлӑ утассине ҫирӗплетет.

Паян Чӑваш Ен яш-кӗрӗмӗ хӑйӗн ҫинчен экономикӑра та, политикӑра та, ӑслӑлӑхпа вӗренӳре те, сывлӑх сыхлавӗпе культурӑра тата спортра та тивӗҫлипе пӗлтерет. Эпир ҫак кунсенче Китайра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи 26-мӗш универсиада паттӑрӗсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Раҫҫейӗн пӗрлеш¬тернӗ команди йышӗнчи Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫав ӑмӑртусенче 6 медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ҫак савӑнӑҫлӑ уяв кунӗнче педагогсене ӑшшӑн тав тӑватӑп. Эсир — ҫут тӗнчери чи пархатарлӑ професси ҫыннисем, чӗресенче ырӑ ҫулӑм чӗртсе ӑс-хал парнелетӗр, пултарулӑха аталантаратӑр, тӑван ҫӗре тата наци культурине юратма вӗрентетӗр. Эпӗ «Вӗренӳ» наци проекчӗ шайӗнче вӗрентекенсем хушшинче ҫулсерен иртекен конкурсра пирӗн вун пӗр вӗрентекен ҫӗнтерни ҫинчен тулли кӑмӑлпа аса илтеретӗп.

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, педагогсем тата вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗ!

Пӗр-пӗрне ӑнланма тата пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне туйма пӗлни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пирӗншӗн нимрен хаклӑ тӗнчене, Чӑваш Енпе Раҫҫее, шанчӑклӑн упрӑр.

Пурсӑра та телей, ҫирӗп сывлӑх тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

Уяв ячӗпе сире!

 

Чӑваш Республикин Президенчӗ, М. Игнатьев.

#Пӗлӳ кунӗ, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем