Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Янрарӗ хуткупӑс!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.08.2011 22:06 | 2021 хут пӑхнӑ
Купӑс ӑстисем Лениногорскра
Купӑс ӑстисем Лениногорскра

Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Лениногорск хулинче тӗлӗнмелле хитре уяв иртрӗ. Лениногорск тӑвӗсем тӑрӑх купӑс сасси ян! кайрӗ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чӑвашсем, купӑсҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ районтан килнӗ ӑстасем. Питӗ нумай ҫын Нурлат ҫӗрӗ ҫинчен, Аксу районӗнчен килсе ҫитнӗ. Павлӑсем те маххӑ памарӗҫ. Кӳршӗ тӑрӑхран, Самар облаҫӗнчен, купӑсҫисемпе ансамблӗсем те хаваспах хутшӑнчӗҫ мероприятие. Уявӗ вара — Чулман Атӑл леш енчи чӑвашсен «Выля, хут купӑс!» II фестивалӗ.

Лениногорск хулин Культура керменӗ умӗнче ҫак кун питӗ шавлӑ пулчӗ. Купӑсҫӑсем кермен умӗнче пуҫтарӑнса пурте пӗр харӑс купӑс каласа паркпа аллея тӑрӑх «Нефть» фонтан патнелле утрӗҫ. Фестивале Лениногорск хулин «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ хитре ташӑпа уҫрӗ. Илемлӗ мероприяти иртен пуҫласа кӑнтӑрла иртиччен пычӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Нурлат районӗнчи Киклӗпуҫ ялӗнче пурӑнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнчен Аркадий Алексеевич Харитонов тухрӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Самар облаҫӗн ӑсти Анатолий Васильевич Мрясова пачӗҫ.

Мала тухнӑ купӑсҫӑсене питӗ пысӑк та хаклӑ парнесем пачӗҫ. Парне хуҫи вара Константин Яковлев. Вӑл пурне те ырлӑх-сывлӑх сунса, малашне те купӑс сасси илемлӗн янӑратӑр терӗ. Ҫаплах сцена ҫине тухса Павлӑра пурӑнакан Виталий Козловпа Лениногорскинче пурӑнакан Валери Туктар кӑмӑлӗсене кайнӑ артистсене хӑйсен кӗнекисене парнелерӗҫ.

Фестиваль Лениногорск хулинче иккӗмӗш ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Ҫак хитре те кӗвӗ-ҫемӗ мероприятине пуҫарса яраканӗ тата ирттерекенӗ Лениногорск районӗн ЧНКЦ председателӗ Ольга Орлова. Паллах, кунта район администрацийӗ пулӑшмасӑр та ӗҫ тухман. Ольга Александровна каланӑ тӑрӑх, вӗсем чӑвашсемпе иртекен мероприятисене аяккинче хӑвармаҫҫӗ. Культура керменӗн ӗҫченӗсем те тӑрӑшса чупкаларӗҫ. Чӑваш Шешкел ялӗн активисчӗсем те питӗ тӑрӑшуллӑ. Чӑваш мероприятийӗсене яланах вӗсем пӗрле ирттереҫҫӗ.

#Самар облаҫӗ, #Нурлат районӗ, #Аксу районӗ, #фестивальсем, #Лениногорск, #Тутарстан, #Чӑваш Шешкел, #Киклӗпуҫ, #Кивӗ Тимушкел

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4025.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем