Чӗмпӗрте пурӑнакан тухтӑр Елизавета Алексеевна Фурашова утӑн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Вӑл паян та область пульницинче ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Ульяновск патшалӑх университечӗн психологи, психоневрологи тата психиатри кафедрин доценчӗ.
Е.А.Фурашова (хӗр чухне — Широкова) Пухтел районӗнче (халӗ Чӑнлӑ районӗ) Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1939 ҫулта медучилище пӗтерет те сывлӑх сыхлавӗнче вӑй хума пуҫлать. Каярах институтран вӗренсе тухать. Чӑваш хӗрарӑмӗ 1959 ҫулта область пульницинче пӗрремӗш хут неврологи уйрӑмне уҫать, ӑна 10 ҫул ертсе пырать. Ҫапла вӑл облаҫӑн тӗп неврологӗ пулса тӑрать. 40 ҫул неврологсене хатӗрленӗ вӑл, ҫак хушӑра 400 ытла специалист вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче 11 тава тивӗҫлӗ тухтӑр, 5 наука кандидачӗ, 2 профессор. 1976 ҫулта Елизавета Алексеевна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, ун хыҫҫӑн тата 35 ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ.
Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Е.Ф.Фурашована Ленин орденӗ (1966), «Хисеп палли» орден (1961), ытти нумай наградӑпа чысланӑ. Ҫаплах вӑл «РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» (1975), «Ульяновск облаҫӗн Хисеплӗ ҫынни» (1982) ятсене тивӗҫнӗ. Хула Канашӗн депутачӗ те пулнӑ (1958).
Фурашовсен ҫемйинче виҫӗ тава тивӗҫлӗ тухтӑр: Елизавета Алексеевна, мӑшӑрӗ — Владимир Афанасьевич (вырӑс) тата вӗсен ачи, медицина наукисен кандидачӗ — Дмитрий Владимирович. Фурашовсен виҫӗ ывӑл, вӗсен ҫемйин медицина стажӗ 250 ҫул ытла.
Паян Раҫҫейӗн персоналлӑ пенсионерӗ Е.Ф.Фурашова пӗччен пурӑнать, чӑваш общественноҫӗ ирттерекен мероприятисене хутшӑнать, ун хастарӗсемпе ҫыхӑну тытать. Кашни ир зарядка тӑвать, сивӗ шывпа чӳхенет. Куҫлӑхсӑр ҫӑмӑллӑнах вулать, ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмакпа ҫӳрет. Питӗ лайӑх кулинар вӑл, варени вӗретме, пахча ҫимӗҫ консервлама юратать. В.Толкунова, Ю.Гуляев юррисене итлесе, А.Пушкин, А.Чехов хайлавӗсене вуласа киленет.
«Чун юратнӑ ӗҫ пурри мӗнле пысӑк телей вӑл!» — тет Чӗмпӗр чӑвашӗсен чӗрӗ легенди.