Екатеринбургри сӑра вӗретекенсене чӑваш хӑмлине туянма май килменнине «Деловой квартал» портал хыпарлани тӑрӑх эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, сӑра вӗретекенсен интервьюне асӑннӑ порталта паян тупма ҫук. Profibee порталта вара интервью копийӗ упранса юлнӑ.
Екатеринбургра сӑра вӗретекен Павел Анциферовпа Иван Морозов хӑйсем патне тухнине «Чувашхмельпром» акционерсен обществин пуҫлӑхӗ Нина Горланова хирӗҫленӗ. Вӑл Чӑваш халӑх сайтне ӗнентернӗ тӑрӑх, электрон ҫырура ун пек ыйту тупӑнман. Предприяти сайтӗнче предприятин мӗнпур телефонне кӑтартнӑ. Чӑваш хӑмлине сутакансем пысӑк савутсемпе ҫеҫ мар, пӗчӗк предприятисемпе те ӗҫленине ӗнентернӗ.