Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Юр ӑшне путнӑ машинӑсене кӑларма ҫул-йӗр инспекторӗсем пулӑшнӑ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 20.04.2017 18:19 | 463 хут пӑхнӑ
Хулара
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи кӗтмен-туман ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ асар-писер ҫил-тӑман ҫуллахи шинӑсем ҫине куҫнӑ водительсемшӗн уйрӑмах кӗтменлӗх пулчӗ. Шупашкарта паян ирпе кӑна 30 ытла автомобиль пысӑках мар инкеке лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн управленийӗ пӗлтерет. Ҫуллахи резинӑллӑ автомобилистсене ҫавна кура ҫула тухассинчен тытӑнса тӑма чӗнсе калаҫҫӗ.

Шупашкар урамӗнче юр ӑшне путнӑ машинӑсене ҫул-йӗр инспекторӗсем те тӗксе пулӑшнӑ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене вӗсем ӳркенмесӗрех пулӑшнӑ. Пакунлисене ырӑ кӑмӑллӑхшӑн водительсем те, иртен-ҫӳрен те тав тӑвать.

Сӑмах май, паян Шупашкар урамӗпе пӗри Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса утнӑ. «Раштавӑн 20-мӗшӗ пуль терӗм те», — шӳтлесе калаҫнӑ вӑл хӑйӗнпе сӑмахлакан ҫынпа.

#ҫут ҫанталӑк, #Шупашкар, #инкексем, #транспорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар хула администрацийӗ «маршруткӑсенче» ревизи ирттерӗ
2017, 04, 04
Чарӑнусенче депрессипе кӗрешме вӗрентӗҫ
2017, 04, 05
Транспорт министрӗ хӑйӗн сӑмахне тытнӑ
2017, 04, 05
Йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана кӗртмӗҫ
2017, 04, 17
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен рейссене хупнӑ
2017, 04, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org