Ӗнер, Чӑваш Республикин кашни районӗнче Акатуй иртрӗ. Михаил Игнатьев элтепер (президент) Чӗмпӗрти Акатуя кайрӗ пулсан районти уявсене ытти чиновниксем хутшӑнчӗҫ. Сӑмахран, Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров вӑрнарсен Акатуйӗнче пулчӗ.
Олег Витальевич Вӑрнар поҫҫолкӑри «Вӑрнар» вӑй-халпа сывлӑх ҫирӗпленӗвӗн комплексӗпе, «Химик» стадионпа, Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗн цехӗсемпе паллашрӗ. Кӗҫӗн Ҫавал ҫинчи пӗве хӗрринче шыв тасатӑвӗн станципе шыв пӑрӑхӗсене тӑвасси епле пынине те пӑхса тухрӗ. Станцине пӗтӗмешле 2013 ҫулта уҫма палӑртаҫҫӗ — вӑл хула ҫыннисемпе предприятисене таса шывпа тивӗҫтерӗ, шыв ыйтӑвне татса парӗ.
Чи малтанах ӗнтӗ Министрсен Кабинечӗн Председателӗ район пуҫлӑхӗпе пӗрле Акатуйра халӑх ӑстаҫисен куравӗпе паллашрӗ. Анатолий Кузьмина та, Олег Макарова та район ҫыннисен хатӗрленӗ япаласем питӗ килӗшрӗҫ — туянмарӗҫ пулин те нумайӑшне алӑпа тытса пӑхрӗҫ.
Малалла Олег Витальевич, сӑмах каланӑ хыҫҫӑн, районти ял ӗҫченӗсене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗ, Мария Даниловӑна вара ҫурт-йӗр лартмашкӑн свидетельство парнелерӗ.
Тӗрлӗ ӗскерсене (объектсене) пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Шупашкара таврӑнчӗ.