Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ватӑсене сума суса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 12.05.2011 16:23 | 2172 хут пӑхнӑ
Пӗлтӗрхи уявра
Пӗлтӗрхи уявра

Штанаш ял тӑрӑхӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп уяв ку таранччен яланах Штанашри пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Кӑҫал та вӑл чуна хумхантармалла иртрӗ.

Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов (1903-1943) кӳршӗ ялта — Упӑкушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне хастар офицер вилмеллех аманать. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттарӗ ят парса чысланӑ.

Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакӑнса тӑрать. Пирӗнтен инҫех мар ҫитӗнекен вӑрманта Логинов кати ятлӑ вырӑн пур. Кунти йывӑҫсене ӑна хисеплесе лартса чӗртнӗ. Иртнӗ ҫул Упӑкушкӑнь ялӗнче Романовсен ҫемьи ертсе пынипе Логинов ячӗллӗ парк лартса хӑварчӗҫ, Ҫӗнтерӳ кунӗнче кунта вӑрҫӑра тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ паттӑрсене халалласа обелиск уҫрӗҫ. Постамент ҫинче 89 ят.

Кӑҫал Романовсем Ирина Михайловнӑпа Владимир Геннадьевич каллех вырӑнти салтак арӑмӗсемпе вӑрҫӑ нушисене ыттисемпе танах тӳссе ирттернӗ (вӑрҫӑ умӗн е вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнисене) уяв йӗркелесе пачӗҫ. Уява Упӑкушкӑнь ял халӑхӗпе танах кӳршӗ ялсенчен те чылайӑн пуҫтарӑннӑ.

Уява «Вояж» ушкӑн юрӑҫисем килме кӑмӑл тунӑ (продюссер Петров Вячеслав Анатольевич). Людмила Васильева (Ҫуткӳл) тата Екатерина Сандюкова чуна тивмелли юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ватӑсен куҫӗсенчен куҫҫуль кӑларчӗҫ. Халӑх та вӗсемпе пӗрле пӗлнӗ юрӑсене юрласа савӑнчӗ.

Салтак яшки, асӑнмалӑх парнесем пурне те тивӗҫрӗҫ. Уява тухайман ватӑсене парнесем килӗсене кайса пачӗҫ.

Монумент умне кӑҫал нумай ҫул ӳсекен чечексем , ҫавӑн пекех Упӑкушкӑнь ялӗнчен ҫӑва патне каякан ҫул хӗррипе ял халӑхӗ пулӑшнипе пин ытла йывӑҫ тӗмми лартса хӑварнӑ.

«Хитре йывӑҫ тӗммисем те илсе килсе лартса хӑварасшӑн-ха», — тет Упӑкушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта тӗпленнӗ Ирина Михайловна.

#Упӑкушкӑнь, #Штанаш ял тӑрӑхӗ, #Штанаш, #Ҫӗнтерӳ Кунӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем