Красноармейскинчи Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юхӑм» драма коллективӗ куракансем умне ҫӗнӗ премьерӑпа тухрӗ. Артистсем Анатолий Чебанов ҫырнӑ икӗ пайлӑ «Тарҫӑ» камите лартса пачӗҫ.
Камит сюжечӗ паянхи пурнӑҫпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ арҫыннӑн арӑмӗ чикансемпе явӑҫса килтен тухса каять. Унӑн ирӗксӗрех ӗҫ шырама тивет. Пӗр пуян ҫемьене тарҫӑ кирлӗ иккен. Анчах та хӗрарӑм-тарҫӑ кирлӗрех иккен вӗсене. Ҫавӑнта вырнаҫать те арҫын ӗҫлеме. Хӗрарӑм тумне тӑхӑнса ӗҫлет вӑл унта. Тем тӗрлӗ мыскара курса пӗтет вара.
Кулӑшла самантсем чылай камитре. Юрӑ-кӗвӗ те сахал мар. Курма-пӑхма аван.
Кун пек япала ҫитменлӗхсӗр пулмасть ӗнтӗ. Артистсем хӑйсен сӑмахӗсене манса кайни, кирлӗ мар ҫӗрте ытлашши пауза туни, музыка ӑнӑҫлах марри — камит хаклавне кӑшт ӳкерет. Ҫапах та, пӗтӗмӗшле илсен, премьера ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ.
К.И.Васильева режиссер-постановщик лартнӑ ку пьесӑна. Куракансем ӑна тата халӑхран тухнӑ Трак ен артисчӗсене ӑшшӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.