Ялта пурӑнма юлашки темиҫе ҫулта чӑннипех те лайӑх. Урам тӑрӑх резина атӑ ҫӑрса утнӑ самантсем иртсе кайрӗҫ темелле: урамсене чул та пулин сарнах, самай ялта шыва килех кӗртнӗ. Кил хушшине те асфальт сараҫҫӗ, плитка хураҫҫӗ, таса мар шыва та пӳртрен тухса каймалла тӑваҫҫӗ. Килсерен газ кӗртнине тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те «кӑвак ҫулӑм» тӗлӗнтермест.
Ялта ырӑ курса та саркаланса-савӑнса пурӑнма ӗҫ вырӑнӗ тупма йывӑрри кансӗрлет. Ҫавна курах вӑйпиттисем республика тулашне тухса каяҫҫӗ. Ялта ӗҫ пулсан та шалу пысӑк мар. Юлашки пилӗк уйӑхра ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ укҫи экономикӑри вӑтам кӑтартуран 56 процентран пуҫласа 75 процент таран ӳснӗ-ха, ҫапах та ку кӑтартӑва ҫителӗклӗ тесе калаймӑн. ЧР Патшалӑх канашне янӑ Ҫырура Михаил Игнатьев ку кӑтартӑва ҫителӗксӗр тесе хакланӑ, шалу республикӑри вӑтам кӑтартуран кая мар пулмаллине палӑртнӑ.