Ӗҫре палӑрнисене чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче чысланисен хушшинче 40 ытла специалист пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра республикӑри паллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗринче, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооперативра, тӑрӑшакан ҫын та пулнӑ. Унти тӗп ветеринар Зоя Миронова юратнӑ ӗҫе кӳлӗнни виҫӗ теҫетке ҫултан та иртнӗ.
Зоя Николаевнӑна тӑван районӗнче «ял хуҫалӑхӗнчи тивӗҫлӗ специалистсенчен пӗри» тесе хаклаҫҫӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ят та панӑ. Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе вӑл 1986 ҫулта Вӑрнарти совхоз-техникумран ветеринари фельдшерне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ. Кайран вӑл Хусанти Н.Э. Бауман ячӗллӗ патшалӑхӑн ветеринари медицинин академийӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илнӗ.