Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхи эрни ирттереҫҫӗ — пӗр-пӗр чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсене суйласа спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл уйӑх патнелле, акан 29-мӗшӗччен, тӑсӑлӗ — ӑна Юхма Мишши 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Виҫӗмкун театрта куракансем Ева Лисина хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» спектакльпе паллашнӑччӗ. Акан 13-мӗшӗнчен пуҫласа театр ҫулҫӳреве тухӗ — Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине» малтан Хусанта («Кольцо» гипермаркетӑн сцени ҫинче; акан 13-мӗшӗ), кайран Кӳкеҫре (акан 15-мӗшӗ), Зеленодольскра (Тутарстан; акан 20-мӗшӗ), Етӗрнере (акан 21-мӗшӗ), Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) ачасене савӑнтарӗҫ.
Акан 19-мӗшӗнче «Театр кунӗ» Вӑрмарта иртмелле — вӑл кун куракансем «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» тата Э.Э. Шмиттӑн «14 писем к Богу» спектакльсемпе паллашма пултарӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) те «Театр кунне» ирттерме палӑртнӑ.
Акан 26-мӗшпе 29-мӗшӗччен Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпипе» театрӑн ҫуртӗнче, Шупашкарта, паллашма май пур.
Акан 29-мӗшӗнче театр тепӗр хут ҫула тухать. Хальхинче вӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере пулӗҫ — ку тӑрӑхри ача-пӑча хулари спектакльсемпе паллашма пултарӗҫ.
