Ку ултавҫӑсен ҫӗнӗ мелӗ. 34 ҫулти арҫын вӗсен серепине ҫакланнӑ. Хайхискер раштавӑн 4-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Вӑл тӗнче тетелӗнче ыйтӑма хутшӑннӑ. «Тавах Сбербанка» ыйтӑма хутшӑнсан 1 пин тенкӗ пама шантарнӑ-мӗн. Респондентсен тӑватӑ ыйтӑва хуравласа карточка реквизичӗсене ҫырмалла пулнӑ. Арҫын ҫаксене пурнӑҫланӑ. Ун патне телефон ҫине пароль килнӗ. Ӑна та кӑтартмалла пулнӑ-мӗн, вара тин укҫана куҫарса параҫҫӗ. Кода ҫырнӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
ШӖМ тепӗр хутчен асӑрхаттарать: карточка реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар! Тӗнче тетелӗнчи ыйтӑмсене хутшӑнса та укҫасӑр тӑрса юлма пулать.