Пӑрачкаври ветеринара Африка мурӗ пуррине вӑхӑтра пӗлтермешӗн суд тенкелӗ ҫине лартнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫре тепӗр айӑплине тупнӑ. Улатӑр районӗнчи Междуречье ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийне те явап тыттарасшӑн.
Следстви шухӑшӗпе, 57 ҫулти Александр Вялов сыснасем Африка мурӗнчен вилнине пуҫлӑхсене пӗлтермен. Ҫурла уйӑхӗн 6-14-мӗшӗсенче Сӑрҫи Майданӗ ялӗнче тӑватӑ сысна Африка мурӗнчен вилнӗ. Вӗсене сипленӗ ветеринар кун пирки пуҫлӑхсене пӗлтермен, сысна виллисене тӗрӗслеттерме илсе кайман. Хуҫисем вара вилесене тимӗр контейнера хурса ял хӗррине илсе тухнӑ.
Кун пирки Улатӑр районӗн администрацийӗ ирттерӗ канашлура (унта шӑпах Африка мурне сарӑлма парас марри ҫинчен калаҫнӑ) ҫеҫ пӗлнӗ.