«Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал Раҫҫейри ҫурт-йӗр хакне тишкернӗ. Хальхинче вӑл пӳлӗм сутса илме мӗн хака ларнипе кӑсӑкланнӑ.
Шупашкара илсен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пӳлӗмсен хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен чакса пынӑ. Пӳлӗмӗн вӑтам хакӗ 679 пин те 559 тенкӗпе танлашнӑ. Пӳлӗмсем уйрӑмах йӳнелнӗ хула — Смоленск. Унта хак тӑхӑр уйӑхра 13,7 процент чакса 743 пине ҫитнӗ. Новосибирскра 12,2 процент йӳнелнӗ, Хабаровскра — 8,9%, Кисанта (Рязаньте) – 8,7%. Ҫапах та хаксем хӑпарнӑ хуласем те пур. Кунта — Воронеж (+7,8%), Сочи (+7,3%), Сургут (+6,9%), Чуллӑ Ҫыр (+6,8%) тата Ӗпхӳ (+6,4%).
Мускаври пӳлӗме вӑтамран 3,1 миллионпа туянма пулать. Унта хак пӗр процента яхӑн кӑна чакнӑ. Сочинче те пӳлем хакӗ Мускаври пекех — 3 миллион тенкӗ. Питӗрти коммуналлӑ пӳлӗмшӗн вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ.