Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 14-18 ҫулсенчи ачасене ӗҫ сӗнеҫҫӗ. Уйӑхсерен вӗсене 1200 тенкӗ ытла ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
Специалистсен шухӑшӗпе, ачасем вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлени сиен кӳмест. Ку укҫа ӗҫлесе илме, профессионаллӑхне ӳстерме пулӑшать.
Чи малтанах тулли мар ҫемьесенчи, ӑнӑҫсӑр тата нумай ачаллӑ кил-йышри ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ. Шкулта е ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑракан яш-хӗр тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулӗҫ.
Хальлӗхе 1129 ҫамрӑк валли ӗҫ тупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 51 вӗренӳ учрежденийӗпе, организаципе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ҫамрӑксем валли ятарлӑ хатӗрленӳ кирлӗ мар профессисем суйлаҫҫӗ: подсобнӑй, тӗпелти ӗҫчен, тирпейлӳҫӗ, урам шӑлакан, курьер, фасовщик.