ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн урапи ҫул-йӗр правилисене черетлӗ хут пӑснине ҫынсем асӑрханӑ. Ӑна видео тата сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Ку паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ. 14 сехет тӗлнелле Михаил Игнатьевӑн урапине лартма юраман вырӑнта асӑрханӑ.
«Эпӗ Ленин проспекчӗпе утнӑ чухне темӗнле палланӑ урапана юраман ҫӗрте ларнине куртӑм. Номерсене пӑхрӑм та вӑл пирӗн Элтеперӗнни пулнине ӑнлантӑм. Ҫакна видео ӳкертӗм. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку урапана кам та пулин эвакуацилеме хӑймасть пуль», - тенӗ ҫакна куракан ҫын. Элтеперӗн урапи ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки полицие хыпар ҫитмен.
Аса илтерер: урапана юраман ҫӗре лартнӑшӑн 1500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.