Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑван ен культурипе ирттернӗ олимпиадӑран - виҫҫӗмӗш вырӑнпа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
galina.belkova 27.01.2011 22:37 | 2456 хут пӑхнӑ
Александра Федорова
Александра Федорова

Пирӗн республикӑри шкулсенче тӑван ен культурине 1992 ҫултанпа вӗрентеҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтра ҫак предмета вӗрентме питех те ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те, халь йывӑрлӑхсем айккинелле пӑрӑнса пыраҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмасть пуль. Ачасем валли 4-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшне ҫитичченех ятарлӑ вӗренӳ кӗнекисем хатӗр, вӗсемпе ӗҫлесе пыма ӗҫ тетрачӗсем те ҫителӗклӗ кларса пыраҫҫӗ. Шкулсене уроксенче усӑ курма ятарласа ӳкернӗ видеофильмсем те килсе ҫитнӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Е.В.Александрова туса пырать. Паллах, ҫак утӑмсем ачасене тӑван ен культурине вӗренсе пыма маллала хавхалантарса пыраҫҫӗ.

Уроксенче илнӗ пӗлӳпе усӑ курма пултарнине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем те кӑтартса параҫҫӗ. Харӑсах икӗ ҫул — 2006 тата 2007 — М.Белкова вӗренекен республикӑра ирттернӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивале («Асамат» номинаци) хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Халӗ вара Шупашкартан тепӗр савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: шкулта тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Александра Федорова республикӑра кӑҫал пӗрремӗш хут тӑван ен культурипе иртекен олимпиадӑра виҫҫӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Хӗрачана шкул ачисем те, вӗрентекенсем те ӑшшӑн саламларӗҫ.

Сӑмах май каласан, тӑван ен культурипе районта иртекен олимпиадӑсене Саша 7-мӗш класранпах хутшӑнать, кашнинчех 2-3 вырӑнсене йышӑнать. Ҫак вӗренӳ ҫулӗнче вара пултаруллӑ хӗрача тӑххӑрмӗшсем хушшинче мала тухма пултарчӗ, ҫавӑнпах ӗнтӗ хамӑр район чысне республика шайӗнче хӳтелес чыса тивӗҫрӗ. Ытти предметсемпе те вӑл аван ӗлкӗрсе пырать. Право, обществознани, биологи, математика предмечӗсмпе те район шайӗнче иртнӗ олимпиадӑсенче малтисен шутӗнче. Мал ӗмӗтлӗ хӗрачана малашне те вӗренӳре ӑнӑҫлӑ ӗлкӗрсе пыма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунас килет.

#Хырхӗрри, #ҫитӗнӳсем, #Комсомольски районӗ, #тӑван ен, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем