Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ — физкультурник кунӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ишес енӗпе ӑмӑрту иртӗ.
Ӑмӑртусене ҫӑмрӑксен хушшинче ку спорт тӗсне сарас тӗллевпе иртереҫҫӗ. Ӑмӑртуна ял хуҫалӑх предприятисен, организацисен, учрежденисен КФК ушкӑнӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӑмӑрту 4 х 25 м эстафета пек Хорнуй ялӗнче иртӗ. 11 сехетре пуҫланӗ.