Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ Етӗрне районӗнчи Анатри Явӑш ҫыннисем ял кунне уявлаҫҫӗ. Ку ялта пурӗ 68 хуҫалӑх. 46-шӗнче вӗсенчен куллен 112 ҫын пурӑнать.
Ял кунне уявлама пуҫланӑ хыҫҫӑн ял намай улшӑнчӗ: ачасем ҫуралаҫҫӗ, Выла юханшывӗ урлӑ кӗпер тӑваҫҫӗ, Кивӗ Тинкеш енелле асфальтлӑ ҫул хываҫҫӗ.
Ял кунне 2000 ҫулта газ кӗртнӗ хыҫҫӑн уявлама пуҫланӑ. Ун чухне Н.В. Фёдоров хӑй газ ҫулӑмне ялта ҫутнӑ.