Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗ хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Икӗ ҫул каялла унти Ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнассине, ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Унтанпа ку ялта самай ӗҫ туса ирттернӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑл тӑрӑхри пӗр ӑста, Р.Н. Шарыпкин ятлӑ платник тата столяр тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманӗ вырнаҫтарнӑччӗ.
Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗ чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ҫулсерен ирттерекен конкурссене те вӗҫӗмех хутшӑнать. Унта палӑрнишӗн тивӗҫнӗ укҫапа ялти Культурӑпа кану паркне хӑтлӑх кӳме тротуар плити туяннӑ, халӗ ӑна сараҫҫӗ.
Ҫӗнелсе илемленнӗ парка кайран республикӑри конкурса тӑратма ӗмӗтленеҫҫӗ.