Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «Сказания об Иволге Чувашии» сӑвӑ пуххин презинтацийӗ иртнӗ.
Сӑвӑ пуххине Эминене халалланӑ виҫӗ поэма кӗртнӗ. Пӗр поэмине тутар сӑвӑҫи Кави Латып, теприне вырӑс сӑвӑҫи Галина Белгалис, виҫҫӗмӗшне вырӑсла ҫыракан чӑваш сӑвӑҫи Владимир Николаев ҫырнӑ. Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — Юхма Мишши, ӳкерчӗксемпе Ольга Беляева илемлетнӗ.
Поэма авторӗсемпе тӗл пулма вӗсен пултаруллӑхне хаклакансем, тата вулавӑша час-часах ҫӳрекенсем пухӑнчӗҫ.