Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӑтӑрмахлӑ сесси хыҫҫӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 21.07.2016 11:36 | 6655 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.

 

1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр. Пире хирӗҫ Веня Павлов студент, Элӗк ачи, ҫиҫсе килет, хул хушшине кӗрен хуплашкаллӑ 5-6 кӗнеке хӗстернӗ хӑй. «Юлашкисене илсе ӗлкӗртӗм, эсир Ленин площадьне е «Политкнига» магазина васкӑр», — сӗнчӗ вӑл. Хыпкаланса ҫӳрени харама каймарӗ, ҫав кун пӗрер кӗнеке тупса таврӑнтӑмӑр.

Ун чухне ҫӗнӗ кӗнекесене «йӑнӑш» тупса пуҫтарса илесси йӑлараччӗ. Тепӗртакран Хӑветӗр Уярӑн «Писательпе паллашни» кӗнеки тухнӑ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленчӗ, эпир каллех кӗнеке лавккине чупрӑмӑр.

«Чарнӑ» кӗнекесене эпир пӗр-пӗрне парса вулаттараттӑмӑр, унти «политика йӑнӑшӗсене» тарласа шыраттӑмӑр, тупсан вӗсем мӗне пӗлтерни пирки сиксе тавлашаттӑмӑр...

Калас пулать, ун чухне Геннадий Волков Мускава тухса кайнӑччӗ ӗнтӗ. Ун «национализмӗ» пирки тӗрлӗрен сӑмах-юмах ҫӳретчӗ. Преподавательсем хушшинче ӑна кураймасӑр калаҫакансем те пурччӗ. Вӑл темле чаплӑ пухура «ытлашши» сӑмах персе янӑ иккен.

Чӑнах та, темиҫе ҫул каялла лӑпкӑ кӳлле чул катӑкӗ ывӑтнӑ иккен педагогика профессорӗ. Ҫак саманта Петӗр Эйзин сӑвӑҫ «Тӑван Атӑл» журналта (2014 ҫ., 7№) акӑ мӗнле аса илет: «...Чӑвашсем ҫӗнӗ ҫырулӑхӗ ҫӗр ҫул тултарнине халалланӑ сессире (1971 ҫулхи чӳк уйӑхӗ) Г. Волков каланӑ сӑмаха манӑн та итлеме тӳр килнӗччӗ. Вӑл хӑйӗн докладӗнче И. Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулне пысӑка хурса хакларӗ, совет шкулӗн вӗрентӳ системинчи кӑлтӑкӗсене палӑртрӗ. Тимлӗн итлерӗмӗр эпир Волков докладне, унӑн чун-чӗререн тухакан хӗрӳллӗ сӑмахӗсем пурне те хавхалантарса ячӗҫ. Пединститут проректорӗ пысӑк трибуна ҫинчен хамӑр халӑха хисеплеме, чӑваш чӗлхине юратма чӗнни пирӗн чӑвашлӑхшӑн тунсӑхласа ҫитнӗ чунӑмӑрсене тӳпене ҫитиех ҫӗклентерсе ячӗ. Кӗркуннехи ӑмӑр кун сарӑ хӗвел ялкӑшса тухрӗ тейӗн. «Вперед к Яковлеву! Малалла, Яковлев патне!» — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Волков. Эпир, хавхаланса кайса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупма пуҫларӑмӑр: 1 минут, 2 минут, 5 минут... Президиумра ларакан пуҫлӑхсем ун-кун пӑхкалама пуҫларӗҫ. Сӑнӗсем тӗксӗмленчӗҫ. Тем пекех чарасшӑн вӗсем пире алӑ ҫупма, чараймаҫҫӗ. Акӑ Волков та «ҫитӗ ӗнтӗ, тӑванӑмсем, ҫитӗ», — текелесе хӑй вырӑнне кайса ларчӗ. Эпир те малалла мӗн пулӗ-ши тесе лӑпланса лартӑмӑр. Пуҫланчӗ хайхи! Тухса калаҫакансем пӗрин хыҫҫӑн тепри Волкова вӑрҫма, ун сӑмахӗсене сивлеме тапратрӗҫ...»

Чылай ҫул иртсен, Хусанти кинохроника студийӗ валли «Другим уже не буду» документлӑ фильм сценарийӗ ҫырнӑ май, ҫак шӑв-шав мӗнле ҫӗкленсе аталаннӑ пирки каласа кӑтартас кӑмӑл пурччӗ. Чи малтан парти архивне ҫитсе обком бюровӗн хучӗсене тупса «Волков ыйтӑвне» сӳтсе явнӑ чух кам мӗн каланине пӗлес терӗм. Анчах чаплӑ протоколсене «ӗмӗрлӗх упрама» хӑвармаҫҫӗ иккен, бюро йышӑнӑвӗсене ҫеҫ хулӑн папкӑсене ҫӗлесе хураҫҫӗ. Унта та «Кашкӑр йӗрӗ» ҫине ӳкеймерӗм. «Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чылай «кансӗр» ыйтусене кун йӗркине кӗртмесӗр лару хыҫҫӑн юлса «юлташла» сӳтсе явнӑ», — пӗлтерчӗ архивистка.

Вӑл тапхӑра лайӑх ас тӑвакансем парти обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ А.П. Петровпа калаҫма сӗнчӗҫ. Александр Петрович ун чухне Тӗп патшалӑх архивӗнче ӗҫлетчӗ. Ун чухнехи йӗркесене лайӑх пӗлнӗ май, калаҫӑва вӑл хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче мар, картишне тухса ирттерме сӗнчӗ. Ак япала! Наука сессийӗ хыҫҫӑн Волков обкома пырса хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑнса хытӑ ӳкӗннӗ иккен. Вара ӑна каҫарнӑ. Ӑна никам та хӗсӗрлемен. Вӑл Мускава тухса кайсан обком ҫыннисем ниҫта кайса кӗреймесӗр куляннӑ имӗш. (Волкова епле «тӑн панине» А.П. Петров «На стыке двух эпох» (2015) кӗнекинче те ҫавӑн евӗрлех аса илет: «Впоследствии итоги научной сессии обсуждались на бюро обкома партии. Г.Н. Волкову было указано на идейно-политические ошибки, допущенные им на научной сессии...». Анчах «Волков ыйтӑвӗпе» бюро ларӑвӗ хыҫҫӑн тутасем пиҫсе кайичченех пӑшӑл пӑтти пӗҫертӗмӗр» тени вырӑнлӑ пулӗччӗ).

Нимӗҫ чӗлхин профессорӗ В.А. Иванов ку тапхӑра ҫапла аса илчӗ:

— Геннадий Никандрович хӑйӗн пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ «сулнӑка» аса илме юратмасчӗ. Вӑл ҫырнӑ хӑш-пӗр кӗнекесемпе статьясенче ку тапхӑра «ҫула май» ҫеҫ асӑннӑ. Анчах чӑннине каласах пулать. Лару-тӑру ун чух «кӳтсех» ҫитнӗччӗ. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче Волковӑн «идеологилле йӑнӑшӗсене» сивлесе пухусем ирттерчӗҫ, тӗпчев институтне наука тата пултарулӑх ҫыннисене пуҫтарса Волкова «ытлашши ҫӗклесе яма юраманни» пирки асӑрхаттарчӗҫ. Паллах, Геннадий Никандрович Шупашкартах юлма пултарнӑ, «вперед к Яковлеву» тенӗшӗнех ӑна тӗрмене хупса лартмастчӗҫ пуль. Анчах вӑл ӗмӗрлӗх «патак ачи» пулса юлатчӗ, кашни докладра, статьяра ун ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартма пуҫлатчӗҫ, кун пирки ним иккӗленмелли те ҫук. (2016 ҫ).

Пӗр-ик сӑмах «хытӑ ӳкӗнни» пирки. Мӗн те пулин ҫырса хӑварнӑ-ши кун пирки Геннадий Никандрович — паллӑ мар, ҫавӑнпа пулни-пулманни пирки татсах калама йывӑр. Анчах ун чухне парти обкомӗ «ӳкӗнтермелли» чаплӑ майсемпе усӑ курни паллӑ. Сӑмахран, кун пирки Чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер витӗмлӗ ҫырса хӑварнӑ. 1961 ҫулта вӑл КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ С.М. Ислюков патне икӗ ҫыру янӑ. Вӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине шкулсемпе училищӑсенче вӗрентес ӗҫри пысӑк кӑлтӑксене палӑртнӑ, учрежденисемпе организацисенче чӑвашла калаҫманни, ялти клубсенче лекцисем вырӑсла кӑна ирттерни, Шупашкарпа ытти хуласенче тӑван чӗлхепе ҫырнӑ лозунгсемпе транспарантсем ытла та сахалли тата ытти пирки сӑмах пырать. «...Ходили разговоры о том, что высказывания П. Хузангая по этому вопросу на сессии Верховного Совета ЧАССР в прошлом году Вы в своем выступлении будто бы опровергли тоном негодования и с иронией. Если это было действительно так, то на свое письмо ждать от Вас хорошего ответа мне не приходится», — палӑртнӑ ҫыру вӗҫӗнче.

Ҫаплах пулса тухнӑ. Ислюков халӑх поэтне капашсӑр кураймасӑр кӗтсе илнӗ, ӑна парти билетне туртса илессипе хӑратнӑ. Кайран ҫыру янӑшӑн тӗрлӗ пленумсемпе пухусенче «тӑн пама» тапратнӑ. Вӗсенче тӑтӑшах «Элкер хӑй йӑнӑшне йышӑнни» пирки шавланӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ аплах пулман: обкома чӗнсен ҫыру авторне юлашки ҫулсенче хаҫатсемпе журналсен тиражӗ чакманни, пултарулӑх Союзӗсен йышӗ ӳсни пирки пӗлтернӗ. Элкер кун ҫинчен хӑйӗн ҫырӑвӗнче нимех те каламан, анчах обком хуҫипе килӗшнӗ. Ытти ыйтусемпе хӑй каланинчен чакман. Ҫакӑн хыҫҫӑн намӑса ҫухатса «Элкер хӑй йӑнӑшӗсене йышӑннӑ» тесе пӗлтерни халӑх поэтне хытӑ кӳрентернӗ. Вӑл ача вӑййи вылянӑ пек пулса тухнӑ: поэт пуҫ тавра шутламасӑр обкома ҫыру ярать те тӳрех унта каҫару ыйтма чупать! (Ҫемен Элькер. Хурапа шурӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнисем Ш., 1994 ҫ., 412 – 423, 444 – 445 сс.).

Курӑр-ха, парти функционерӗсем шулерсен меслечӗсемпе ӗҫлеме ӑста пулнӑ иккен! Геннадий Волков пирки калас пулсан ҫакӑ шухӑшлаттарать: мӗншӗн унпа бюро ларӑвӗнче кун йӗркине кӗртмесӗр, протокол ҫырмасӑр, йышӑну кӑлармасӑр калаҫаҫҫӗ? Шел, кун пирки бюро ларӑвне хутшӑннӑ А.П. Петров ним те каламасть. Пӑтӑрмахлӑ сессире, ун хыҫҫӑнхи кунсенче ун позицийӗ пӑркаланчӑк пулнӑ пек туйӑнать: сессире вӑл «Невозможно не согласиться с некоторыми замечаниями, высказанными в адрес Г.Н. Волкова» тесе ҫаптарать. Тепӗртакран идеологи секретарӗ И.П. Прокопьев урлӑ «сиксех» Н.А. Вороновский патне кӗрет, «профессора Мускава ан ярӑр, Шупашкартах кирлӗ вӑл» тесе ӳкӗтлет. Мӗн калӑн, асаилӳ ҫырма ларсан паттӑрлансах каяҫҫӗ ҫав хӑшӗсем.

Чӗлхе ыйтӑвӗпе ҫав тата маларахри тапхӑрта пӑтӑрмахсем тупӑнсах пынӑ: наукӑпа вӗрентӳ ӗҫченӗсем Ӗпхӳ хулинче чӑваш учителӗсем хатӗрлеме ыйтнине (Я. Ухсай, М. Сироткин, Г. Хлебников, Д. Егоров тата ыттисем ал пуснӑ ҫыру), Хв. Уяр Куйбышев облаҫӗнче чӑваш шкулӗсене хупнипе килӗшменнине партине хирӗҫ кайни тесе йышӑнаҫҫӗ.

Паянхи хӑш-пӗр мемуаристсене ӗненес пулсан, функционерсем хушшинче йӗксӗксем пулман. Анчах Геннадий Волков Мускава тухса кайнишӗн куляннипе вӗсем пуҫ усса ҫӳренине ӗненме пулать-и? Ҫук пуль. Савӑнма вара вӗсен сӑлтавӗ пулнӑ. Мускав умӗнче: «Парти кӑтартнӑ тӳрӗ ҫултан пӑрӑнас шухӑшлисем пирӗн те пур, анчах эпир вӗсене пуҫ ҫӗклеме памастпӑр, хытӑ тытатпӑр», — тесе кӑкӑр ҫапма пулать-ҫке.

«Юманпа хӗвел» кӗнеке ҫак уссӑр тӗркӗшӳ хыҫҫӑн темиҫе ҫултан тухнӑ, ун тусанӗ те йӗркеллӗ лӑпланма ҫитеймен-ха, ҫавӑнпа педагогика профессорӗ ҫырнӑ кашни йӗркене пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа идеологи йӑнӑшӗсем шырани вӑл тапхӑршӑн питӗ «йӗркеллӗ» япала темелле.

Хальхинче шӑв-шав ҫӗклекенсем Иван Кузнецов историк тата Леонид Агаков писатель пулнӑ. Вӗсем «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра (1975 ҫ., декабрӗн 23-мӗшӗ) «Чӑнлӑхран пӑрӑнсан» ятпа хаяр статья пичетлесе кӑларнӑ, вульгарлӑ социологи пӑшалне туртса кӑларса перкелешӳ пуҫланӑ. Анчах пӑшалӗ тутӑхнӑ ҫав, вӑл пӑрт-пӑрт! сасӑ анчах кӑларнӑ, никама та хӑратайман, киревсӗр шӑршӑпа йӗрӗнтернӗ кӑна.

«Кӗнекене ҫиелтен вуласа тухсан, авторпа килӗшме те пултаратӑн, унтан та ытларах, вӑл Тӑван ҫӗршывпа, тӑван халӑхпа пулма вӗрентет тесе те калас килет, — палӑртаҫҫӗ хӑйсене чӑнлӑх хуралҫи вырӑнне хуракан авторсем. — Анчах тимлӗрех вуласан, автор тӑван халӑх историйӗнче пулман япаланах пулнӑ пек туса кӑтартма тӑрӑшни, авалхи йӑла-йӗркесемпе киленни палӑрать. Автор хӑй «ҫӗнетсе кӗртнӗ» хӑш-пӗр юмахсенче социаллӑ лару-тӑрӑва асӑрхамӑш пулать. Кӗнеке авторӗ ҫамрӑксене чӑвашлӑха вӗрентес тӗллев тытнӑ. Чӑвашлӑха ак ҫапла вӗрентме сӗнет автор: Чӑваш ҫӗрӗнчен пахи, ырри урӑх нимӗнле ҫӗр те пулман, пулас та ҫук, хӑвна чӑваш тетӗн пулсан чӑвашла калаҫ, чӑвашла калаҫман ҫын «чӑн-чӑн чӑваш мар», чӑвашӑн кирек кампа та ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла, никама та хирӗҫ каламалла мар...»

Куратӑр-и, епле тара ӳксе чакаланаҫҫӗ историкпе писатель, тӑрмашсан-тӑрмашсан идеологи «чулӗ» тӗлне пулаҫҫӗ: «Пуриншӗн те паллӑ, халӑх массисене, ҫамрӑксене интернационалла воспитани парасси нацилле пурнӑҫри хӑйевӗрлӗхсене асӑхамасӑр, вӗсене шута илмесӗр ӑнӑҫлӑ пулса пыма пултараймасть. Анчах нацилле условисене асӑрхамалла тени нацилле пулӑм уйрӑмлӑхӗсене ӗмӗрлӗхех упрамалла, вӗсене совет халӑхӗн пӗрлӗх интересӗсенчен ытларах хисеплемелле, ҫӳлерех хумалла тенине пӗлтермест. Авалхи йӑла-йӗркесем, автор шучӗпе, пурте ырӑ, пурте юрӑхлӑ».

Кузнецовпа Агаков хӑйсен ҫак шухӑшне «Ылтӑн ҫӗр» юмахпа ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Пӗрре пӑхсан ку йӗркеллӗ юмах пекех иккен. Анчах тепре пӑхсан!.. Автор чӑвашсен «ылтӑн аваллӑхне» шырать имӗш, «сӑмах нихҫан та пулман чӑваш патши ҫинчен пырать», ун тарҫисем аякран килнӗ элчӗсене (посолсене) «тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ те пылак» тесе тӗлӗнтерсе ӑсатса яраҫҫӗ. «...Ҫакна вуласан, авалхи чӑваш тарҫисен пурнӑҫӗ лӑпкӑ та телейлӗ пулнӑ пекех тухса тӑрать. Вӗсен пурнӑҫӗнче нимӗнле танмарлӑх та пулман-мӗн, социаллӑ хирӗҫӳсем те палӑрман. Мӗне вӗренме пулать-ха ку юмахран? Хальхи саманара та чӑваш ҫӗрӗнчен пӗр тусан пӗрчине те памалла мар теме-ши?»

Куратпӑр ӗнтӗ, кӗнекене тем пек силлесе шаккасан та питех тусан ҫӗклеймеҫҫӗ Кузнецовпа Агаков, ирӗксӗрех вӗсен куҫа курӑнман ҫӳп-ҫапа пӗрчӗн-пӗрчӗн суйлама тивет.

Тӑван чӗлхе пирки темиҫе юмахпа очерк кӗнӗ асӑннӑ кӗнекене, Хуначи Кашкӑр ун пуянлӑхне, тасалӑхне упрама чӗнет. Тӑван чӗлхене сивлекен ҫынна хастар та тӳрӗ кӑмӑллӑ, малашлӑхшӑн юрӑхлӑ ҫын тесе калас килмест ун. Кунта та ҫӳпрен пӗрене тума тӑрӑшаҫҫӗ «тимлӗ» историкпе писатель: «Тӑван чӗлхен историри вырӑнӗ пысӑкки никама та иккӗлентерме пултараймасть. Анчах пӗр чӑваш чӗлхипе, чӑваш йӑлисем вӗҫҫӗн кӑна пурӑнма ӳкӗтлени чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмасть... Хуначи Кашкӑр хӑйӗн кӗнекинче кирек-ӑҫта пулсассӑн та чӑвашӑн чӑвашла кӑна калаҫмалла, чӑваш йӑлисемпе кӑна пурӑнмалла тесе вӗрентни сисӗнет... Чӑваш пулас тесен авалхи йӑласене лайӑх пӗлмелле, тет автор. Чӑвашла ҫырнӑ лозунгсемпе вывескӑсем ҫителӗксӗр пулни чӑваша манса пынинчен килет имӗш. Чӑвашӑн кирек ӑҫта пулсан та чӑвашла калаҫмалла. Парижра чӑвашла калаҫманни, «Алран кайми аки-сухи» юрламанни автора ҫав тери тӗлӗнтерет».

Статья авторӗсем ӗнентерӳллӗ сӑмахсем ҫитменнине хӑйсем те туяҫҫӗ пулас, ҫавӑнпа ҫунатсӑр шухӑшӗсене вырӑнлӑ цитата тупса ҫӗклеме хӑтланаҫҫӗ: «Пирӗн ҫӗршывра нацисемпе халӑхсем пӗр-пӗринпе малалла ҫывӑхланни объективлӑ процесс пулса тӑрать. Парти ӑна ятарлӑн хӑвӑртлатассине хирӗҫ тӑрать — ун пек туни вырӑнлӑ мар, ку процесс пирӗн совет пурнӑҫӗн аталанӑвӗ хушнипе пулса пырать. Ҫав вӑхӑтрах парти ҫапла шутлать: нацисем пӗр-пӗринпе ҫывӑхланас процесса чарса тӑма, пӗр е тепӗр сӑлтавпа ӑна чӑрмантарма, нацисем хӑйне уйрӑм пулнине ятарлӑн ҫирӗплетсе хӑварма хӑтланни пачах пулмалла мар, мӗншӗн тесен ун пек туни пирӗн обществӑн тӗп ҫул-йӗрне хирӗҫ, коммунистсен интернационалла идеологине хирӗҫ, коммунизм тӑвас ӗҫӗн интересӗсене хирӗҫ пыни пулӗччӗ», — терӗ Л.И. Брежнев юлташ Социализмлӑ Совет Республикисен Союзӗ 50 ҫул тултарни ҫинчен тунӑ докладра».

Мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ-ха ҫыравҫӑсем, наукӑпа искусство ӗҫченӗсем, ял-хулари интеллигенци Иван Кузнецовпа Леонид Агаковӑн «чӑнлӑха вӗрентекен» статьине? Паллах, унти шухӑшсемпе килӗшекенсем те пулнӑ пуль, аудиторисенче, пухусенче майлӑ шӑлакансем тупӑнкаланӑ. Анчах тӗлӗнсе тата сивлесе калаҫнине ытларах илтме пулатчӗ. «Курӑр-ха, профессора вӗрентеҫҫӗ», — терӗ пӗррехинче М.Р. Федотов чӗлхеҫӗ пысӑк аудитори умӗнче. Анчах пичетре хирӗҫ калакан тупӑнман. Ҫырсассӑн та ӑҫта пичетлӗн?

Г.Н. Волков кӗнекене кӗнӗ очерксемпе юмахсене Петӗр Эйзин патне янӑ ҫырӑвӗсенче вӑл акӑ мӗн ҫырать: «Ху пӑх ман кӗнекене, «Юманпа хӗвел» ятлине. Унта сана юрӑхли пур. Вӗҫӗ хитре пек. Эпӗ Прагӑра хам доклада чӑвашла пуҫларӑм, чӑвашла вӗҫлерӗм... Эс шыранӑ очерксем пирки. «Космонавт алтӑрӗ» вӑйлах мар. Ху пӑхса тух та хакла. «Аваллӑх ӗҫ-хакӑлӗпе малашлӑх илемӗ» ятлинче сана килӗшмелле шухӑшсем пур, ху суйласа ил. «Ҫӗр ҫинчи ҫӑлтӑрсем» ятлинче хӳхӗм вырӑнсем пур... Эп сана астаратӑп-ха астарасса. Пирӗн вӗт шухӑш тарӑнӑшне мар, шухӑш калӑпӑшне те виҫеҫҫӗ: «Мӗншӗн Волкова 6 страница панӑ, Яковлева 5 ҫеҫ», — текен тупӑнӗ тата» («Тӑван Атӑл» журнал, 2014 ҫ., 7№).

Пӑтӑрмахлӑ сессии пирки Геннадий Никандрович каярахпа ҫапла ҫырнӑ: «11 ноября 1971 г. я выступил с безобидным, рядовым докладом на научной сессии, посвященной столетию новой чувашской письменности. Доклад по форме и стилю содержал целый ряд отступлений от академизма, был эмоциональным, а в содержании имела место критика в адрес тех, от кого зависела реализация заветов И.Я. Яковлева...» (Геннадий Волков. «Педагогика жизни», Ш., 1989, 328 с.). Асӑннӑ кӗнекере тата ҫакна палӑртнӑ: доклада итлесе пӗтерсен обком секретарӗ васкавлӑ канашлу ирттерсе «йӑнӑш» сӑмахсене сессии вӗҫлениччен тӑрӑ шыв ҫине кӑларма хушнӑ иккен, вӑл хушнине итлесе сӑмах калакансем иккӗн кӑна тупӑннӑ (Н. Дедушкинпа И. Кузнецов). Парти организацисенче «ӑнлантару» кампанийӗ пуҫлансан хӑюллӑ ҫынсем тупӑннӑ: ял хуҫалӑх институчӗн профессорӗ А. Ефейкин, сӑмахран, «хватит травить Вавиловых!» тесе хирӗҫленӗ, университетра М. Михайловпа И. Андреев профессорсем йӑпӑлтисен юррине сивленӗ. Педагогика институтӗнче вара Г. Волков политика енчен шанчӑклах маррине ӗнентерме ҫӗнӗ чӑнлавсем тупса палӑртнӑ: вӑл самай «хӑрушӑ» ҫын иккен, хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Л.И. Брежнев портретне кӑларса ҫапнӑ та И.Я. Яковлев портретне ҫакса хунӑ. Писательсен Союзӗнче Ильпек Микулайӗ «Яковлев патне малалла кайни Сталин патне каялла таврӑннинчен лайӑхрах» тесе палӑртнӑ.

Геннадий Никандровичпа ҫак пӑтӑрмахлӑ сессии хыҫҫӑн Н.А. Вороновский виҫӗ хутчен тӗл пулнӑ иккен, чиперех иртнӗ калаҫусем, хальхинче пӗрремӗш секретарь, хӑйӗн влаҫӗ капашсӑр пысӑк пулсан та, парти билетне туртса илессипе хӑратман. Обком бюровӗн ларӑвӗнче те вӑл ыттисене каҫӑхса кайма паман: «В докладе товарища Волкова много рационального. Он нас критикует, и мы из этой критики должны сделать соответствующие выводы...»

Эппин, репресси машинине тапратса ярас чухне кӗтмен чӑрмавсем тупӑннӑ. Анчах шӑл хӑйракан хӑш-пӗр «юлташсене» чарма ҫӑмӑл пулман. Республикӑри педагогика обществи И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми туса хурасшӑн пулнӑ, ҫак ӗҫе малалла яма ирӗк паман. Яковлев ятне экзамен билечӗсенчен кӑларнӑ, ун ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен семинарсемпе лекцисем ирттерме пӑрахнӑ, аслӑ вӗрентекен портретне коридора кӑларса ҫакнӑ. Г.Н. Волкова хура ӗҫпе хӑшкӑлтарас тесе вӗрентӳ сехечӗсем самай ӳстерсе панӑ тата... ӗҫ укҫи пама чарнӑ. Кӗнеке издательствин планӗсенчен ун кӗнекисене кӑларса пӑрахнӑ, тухса ӗлкӗрнӗ кӗнекесене те ним ҫукран нимӗр туса пуҫтарса илнӗ.

Ҫак пӑтӑрмах пуҫлансан Г. Волковӑн ашшӗ тӑруках шалкӑм ҫапнипе вилсе кайнӑ, кӗҫех арӑмӗ рак чирӗпе ҫӗре кӗнӗ.

Паянхи куҫпа пӑхсан «Вперед к Яковлеву!» тесе чӗнни нимех те мар пек туйӑнать. Анчах шухӑшпа «пӑнтӑх» тапхӑрне ҫитсе килер-ха. Ахальтен-им Петӗр Эйзин хӑйӗн ҫӳлерех асӑннӑ асаилӗвӗнче «хамӑр халӑха хисеплеме, тӑван чӗлхене юратма чӗнни чӑвашлӑхшӑн тунсӑхланӑ чунсене тӳпене ҫитиех ҫӗклесе ячӗ» тесе палӑртать. Нумай нацилле халӑха унаса-ҫӑрса хӑвӑртрах пӗр совет халӑхӗ тӑвасшӑн тапаҫланакан утопистсем халӑхӑн наци туйӑмне пусарса хурасшӑн каҫса кайсах ӗҫлетчӗҫ ун чух. Икӗ тӗрлӗ стандартпа усӑ курасси анлӑ сарӑлнӑччӗ. Парти лидерӗ каланӑ сӑмахсен юлашки пайне анчах шута хума тӑрӑшни витӗр сисӗнсе тӑрать «чӑнлӑх хуралҫисен» статьинче те. Вырӑнти идеологи тилхепине тытса пыракансем те ҫӳлтен кӑтартнине ҫапларах ӑнланнӑ пулас. Тӳррипе каласан, ҫавӑн пеккисен тата ыттисен суккӑрлӑхне пулах ишӗлсе анчӗ «халӑхсен гранитран та ҫирӗп» пӗрлӗхӗ, ҫӗршыв пайланса кайрӗ.

 

Валерий Алексин

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #истори, #асаилӳсем, #кӗнекесем, #политика, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем