Тӗнче тетелӗнче ултавҫӑ нумай. Халӑх тетелӗнчи страницӑсене ҫӗмӗрсе кӗрекенсенчен мӗн чухлӗ ҫын шар курман пулӗ?
Канашра пурӑнакан пӗр ҫемье те ҫавсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 50 тата 53 ҫулти арӑмӗпе упӑшки полици уйрӑмне утӑн 15-мӗшӗнче ҫитнӗ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хӑйӗн «тусӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ банк программи пулӑшнипе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ, анчах кун валли картта реквизичӗсем кирлӗ-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑ вӑлтине ҫакланнӑ – ҫӑмӑл укҫа пурне те илӗртет-ҫке. Хайхискер реквизитсене пӗлтернӗ. Хӑйӗнне кӑна мар – упӑшкинне те.
Каярахпа хӗрарӑм тусӗ патне шӑнкӑравланӑ та укҫа пирки ыйтнӑ. Ун чухне ҫеҫ вӑл ултавҫӑсемпе ҫырӑннине ӑнкарнӑ. Вӗсен картточки ҫинчен 4 тата 18 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Халӗ полицейскисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.