ЧР Прокуратури ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Прокуратура шухӑшӗпе, ведомство ертӳҫи хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти интересӗшӗн усӑ курнӑ.
Прокуратура ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин тӗлӗшпе «агитацилеме» юраманнине пӑснӑшӑн представлени ҫырнӑ.
Ҫак тӗрӗсмарлӑха «Наблюдатель» общество юхӑмӗ асӑрханӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденийӗ ҫине ҫакнӑ баннерсем ун куҫӗ тӗлне пулнӑ. Унта Алла Самойлова «Пациент азбуки» брошюрӑпа тӑрать, ун ҫинче вара – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» палли. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, кун пек агитацилеме юрамасть.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, баннерсемпе брошюрӑсене «Чӑваш Республикинчи медицина ассоциацийӗ» коммерциллӗ мар организаци шучӗпе хатӗрленӗ. Ӑна вара Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ертсе пырать. Вӑлах «Хулари стоматологи клиники» АУ ертӳҫи те.