Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тӗрӗ тӗнчи» клубра черетлӗ заняти…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 29.11.2010 19:37 | 1999 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 1-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче вырнаҫнӑ «Тӗрӗ тӗнчи» клубра ӑсталӑх занятийӗ пулать. Ӑна ҫӗвӗсемпе тата эрешсемпе пӗлсе те вырӑнлӑ усӑ курассине халалланӑ. Чӑваш тӗрринче йӑлана кӗнӗ эрешлӗхне, ӗҫ мелӗсемпе епле усӑ курнине тӗпчесе пӗлни питӗ кирлӗ. Хальхи тӗрӗ, унӑн мелӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе усӑ курасси — ҫаксем пурте халӑхӑн ӗмӗрхи ӑсталӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, авалхи тӗрӗн хитрелӗхне палӑртаҫҫӗ. Шӑп ҫак ыйтусене сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ те «Тӗрӗ тӗнчи» клуба ҫӳрекен пулас маҫтӑрсем. Кашниех ҫак заняти валли ятарлӑ ӗҫ туса хатӗрлеме палӑртнӑ, хатӗр ӗҫсене клуба ҫӳрекенсем ертӳҫипе, Надежда Кузнецовӑпа, пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсем чӑваш тӗррин тӗшшине шӗкӗлчесшӗн.

Клубӑн занятийӗ раштавӑн 1-мӗшӗнче 18:00 сехетре пуҫланать. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн ҫунакансене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Шупашкар хули, Октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла. Пирӗнпе ҫак телефонсемпе ҫыхӑнмалла: 63-48-76, 8-906-388-59-85.

#тӗрӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем