Халӗ тӗнче тетелӗнче ултамалли темӗн тӗрлӗ мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын та вӗсен аллине ҫакланнӑ.
Ултавҫӑсем халӑх тетелӗнчи аккунта ҫӗмӗрнӗ. Ҫавна пула 23-ри каччӑ шар курнӑ. Вӑл ултавҫӑсенчен хур курнине полицие пӗлтернӗ. Каччӑ каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче ун патне аслӑ шкулта пӗрле вӗреннӗ хӗр ҫыру ҫырнӑ.
Ҫакскер каччӑран 9 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Анчах лешӗн ун чухлӗ укҫа пулман, 1800 тенкӗ ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫакскер пӗрле вӗреннӗ хӗр пулманнине кайран тин пӗлнӗ вӑл. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ-мӗн. Халӑх тетелӗнчи унӑн страницине ҫӗмӗрсе кӗнӗ иккен.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫакнашкал тӗслӗх татах пулнӑ. Ун чухне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑсене счечӗ ҫине 25 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ.