Правӑна сыхлакан «Щит и меч» (чӑв. Хулканпа хӗҫ) организаци текех пулмӗ. Ӑна пӗтересси пирки нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти суд йышӑну тунӑ.
Организацие хупма унӑн ертӳҫи Алексей Глухов хӑй йышӑннӑ-мӗн. Ку шухӑшпа вӑл РФ Юстици министерствин республикӑри управленине ҫитнӗ.
Организацие хупма йышӑннине Алексей Глухов хальхи законодательствӑпа сӑлтавланӑ. Паянхи саккунсем, ун шучӗпе, коммерцилле мар организацисене репрессилес сӗмӗллӗ. Политикӑпа ҫыхӑннӑ тесе айӑпланас, административлӑ майпа явап тытас хӑрушлӑх та ҫавна пулах пысӑк пулнӑ-мӗн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленнӗ «Хулканпа хӗҫ» ҫапла вара ӗҫлеме пӑрахнӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗрсе пӗтсен организацие юридици сӑпачӗсен патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнчен кӑларӗҫ.