Ростов хулинче пурӑнакан 30 ҫулти Александр Квасков программист цифрӑллӑ масар тӑвасшӑн.
Ҫав ҫын тӗнче тетелӗнчи ҫӑва виртуаллӑ пурнӑҫа ӗмӗрлӗхе упраса хӑварма май парасса шанать.
Программист шухӑшланӑ тӑрӑх, ку пулӑшупа усӑ курма хирӗҫ маррисем халех пур.
— Ҫынсем паян тӗнче тетелӗнче нумай вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ те цифрӑлла контент ҫине куҫать, — палӑртнӑ вӑл шухӑшне.
Мал ӗмӗтлӗ хастар тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, цифрӑллӑ масарӑн малтанхи клиенчӗсем пурнӑҫра пысӑк йӗр хӑварнӑ ҫынсем пулас шанӑҫ пур. Халӑх тетелӗнче куллен постсем тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтаракансем те тӗнче тетелӗнчи масарта хӑйсен вырӑнне тупайӗҫ.
Виртуаллӑ ҫӑва ҫине лекме килӗшекенсен укҫа тӳлеме тивӗ. Ҫапах та ку шухӑш пурнӑҫа кӗресси пирки иккӗленекенсем те самай.