Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче пулнӑ тӑватӑ аварире 5 ача суранланнӑ. Пӗри Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Строительсен урамӗнчи картишре пулнӑ. 7 ҫулти арҫын ача ҫывӑхра ларакан машина хыҫӗнчен чупса тухнӑ та урапа айне лекнӗ. Водитель тормоз пусма ӗлкӗрнӗ-ха, анчах ачана пур-пӗрех пырса ҫапнӑ. Ачан ури аманнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи ҫуртсен картишӗнче те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Унта водитель тӳрех икӗ ача ҫине кӗрсе кайнӑ. 8 тата 9 ҫулсенчи арҫын ачасем та ҫывӑхра ларакан урапасен хыҫӗнчен чупса тухнӑ. Ачасем, телее, аварире вӑйлах аманман.
Ҫӗмӗрле районӗнче вара икӗ урапа ҫапӑннӑ чухне 12-ри хӗрача шар курнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 13 ҫулти велосипедист пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ВАЗ-2110 урапапа ҫапӑннӑ. Арҫын ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ.