Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тезариус» 100 ҫулта

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.10.2010 22:48 | 1913 хут пӑхнӑ
Пӗрремӗш кӗнекин хуплашки
Пӗрремӗш кӗнекин хуплашки

Тӗрӗк чӗлхисен аслӑ ӑсти Николай Ашмарин академик 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» («Thesaurus linguae tschuvaschorum») пӗрремӗш кӗнекине Хусанта пичетленӗренпе юпа уйӑхӗнче 100 ҫул ҫитрӗ.

Ҫак уява Хусанта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, журналистсем, шкул ачисем анлӑн паллӑ турӗҫ. Тӗпчевҫӗ ентешӗсем Етӗрне районӗнчи Ачакри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе учительсем Н.И. Ашмарин ячӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсем тӑрӑх экспедицине тухрӗҫ. Вӗсем «Сувар» хаҫат редакцийӗнчи ҫаврасӗтелте пулчӗҫ, унта таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн Председателӗ Виталий Станьял ертсе пынӑ ларура хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан чӑваш халӑх ӑсчахӗ, паллӑ таврапӗлӳҫӗ Василий Дедушкин кӑтартса ҫӳренипе Ар масарӗнче Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, К.Ф. Фукспа П.И. Талиев вилтӑприсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ, «Чебоксарская» урамӗнче тата Н.И. Ашмарин пурӑннӑ ҫуртра (М.Горький урамӗ, 24 ҫ, 6 хв) пулчӗҫ.

2010 ҫулта Н.И. Ашмарин 140 ҫул тултарчӗ. Ҫакна май Шупашкарти, Етӗрнери, Хусанти таврапӗлӳҫӗсем ӑна халалласа вулавсем, уявсем, тӗлпулусем ирттерчӗҫ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен 2010 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулса иртекен Ҫулталӑк пухӑвне те Н.И. Ашмарин халалланӑ.

 

В.П. Станьял

#Етӗрне районӗ, #Шупашкар, #Хусан, #кӗнекесем, #Н.И. Ашмарин, #Ачак

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем