Чӑваш Енре хӑрушӑ преступнике шыраҫҫӗ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче 30 ытла ҫынна вӗлернӗ-мӗн.
Арҫын пӗччен пурӑнакан 75–90 ҫулсенчи хӗрарӑмсене тапӑннӑ. РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискер вӗсен шанӑҫне кӗнӗ, хӑйне социаллӑ служба е урӑх тытӑм ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хӗрарӑмсем ӑна хваттере кӗртсен арҫын вӗсене пӑвма тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, пурлӑхне вӑрламан вӑл.
Арҫын 20–35 ҫулсенчи пек курӑнать, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ — ҫутӑ, куҫӗ тӗттӗм мар. Хура куртка, ҫавӑн тӗслех шӑлавар, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсен унӑн фоторобочӗ ҫеҫ пур. Ҫак арҫынна йӗрке хуралӗ тахҫантанпах шырать. Следствие ҫак арҫын кам пулнине уҫӑмлатма пулӑшнӑ ҫынна 1 миллион тенкӗпе хавхалантарӗҫ.