Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкасра пурӑнакан Александра Матвеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл тӑванӗсемпе ентешӗсене кӗрекене пухнӑ.
Александра Андреевна ҫулне кура мар — йӑлтах астӑвать вӑл. Вӑрҫӑ пуҫланнине те, йывӑр ачалӑхне те.
Александра Матвеева йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Чи кӗҫӗнни пулнӑ вӑл. Хресчен ҫемйине ачасене ура ҫине тӑратма йывӑр килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ Сашенькӑна ачасӑр мӑшӑра та пама шухӑшланӑ, анчах тӗплӗ шухӑшланӑ хыҫҫӑн хӑйсен ҫумӗнчех хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан ашшӗпе виҫӗ пиччӗшне фронта илсе кайнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те таврӑнман. Амӑшӗ куляннипе чире кайнӑ, кӗҫех ҫӗре кӗнӗ. Килти ӗҫсем Саша ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен аслисем кунӗн-ҫӗрӗн уйра тӑрӑшнӑ.
Александра Андреевна колхозра тар тӑкнӑ, Сӑр хӗрринче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Вӑхӑт иртнӗ, анчах ҫемье ҫавӑрман вӑл, халӗ тӑванӗн ачи патӗнче пурӑнать.