Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх кунсенче улшӑну пулса иртесси пирки сӑмах-юмах ҫӳрет. «Правда ПФО» интернет-хаҫата «хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем» пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетӗнчи кадрпа ҫыхӑннӑ йышӑнусем вице-премьерсене тата омбудсменсене пырса тивме пултараҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ЧР Правительствинче Михаил Резниковпа Алла Салаева вице-премьерсен пуканне йышӑнаҫҫӗ. Пуканӗ пур та, анчах лава хӑйсем пӗлнӗ ҫулпа тытса пымалӑх тилхепи ҫук вӗсен. Тепӗр майлӑ каласан, яваплӑхӗ пур та, анчах полномочийӗсем ҫителӗксӗртерех темелле. Сӑмахран, вӗсене министрсемпе хуҫаланма ирӗк паман.
Кунсӑр пуҫне республикӑра халӑхӑн тӗрлӗ сийне хӳтӗлеме тесе йӗркеленӗ Уполномоченнӑйсен штачӗсем виҫҫӗ: пӗри этем правишӗн тӑрӑшмалла, тепри — ачасемшӗн, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсемшӗн. Ҫак виҫӗ института пӗрлештересси пирки те калаҫкалаҫҫӗ-мӗн. Усламҫӑсен правине хӳтӗлессишӗн яваплӑ Владимир Иванов ун пек пӗрлештерме пултараймаҫҫӗ тесе каланӑ-мӗн-ха. Хӑйӗн шухӑшне вӑл кун йышши ыйтӑва ҫӗршыв шайӗнче хускатсан РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вячеслав Володин пӗрлештермессине палӑртнине тӗпе хурса пӗлтернӗ.