Сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене кайсан тарӑхмалли, кӑмӑла пӑсмалли те тупӑнать. Ку вӑл темпе те ҫыхӑнма пултарать. Сӑмахран, ыраттарнине ирттермелли эмел тупса илессипе е тата ҫӑмӑллӑхлӑ эмел туянассипе, йывӑр лару-тӑрура психологи пулӑшӑвӗ кирлипе, тӳлевсӗр пулӑшу тенӗ ҫртех хӑш-пӗр чухне тӗрӗслеве укҫалла тухма тивнипе е пульницӑра та эмел укҫалла туянма лекнипе.
Халӑха пӑшӑрхантаракан мӗнпур ыйтӑва республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви «хӗрӳ лини» номерӗпе йышӑнассине пӗлтерет. Унӑн пӗрлехи номерӗ — 8 (8352) 26-15-15. Хӗрӳ лини талӑкӗпех ӗҫлет. Ыйту ҫав самантрах татса памалли пулмасан ӑна каярах хуравлама шантараҫҫӗ. Кирлӗ пулсан васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсемпе е яваплӑ специалистпа ҫыхӑнтарӗҫ.