Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть. Акӑ, Трак тӑрӑхӗнчи Карай шкулне уҫнӑранпа 120 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ.
Ҫак тавралӑха пирвайхи ҫынсем ХVII ӗмӗртех килсе вырнаҫнӑ. Кӑна ҫак тӗслӗх те аван кӑтартса парать: Пайтул Искеев Степан Разин пуҫарнӑ пӑлхава (ХVII ӗмӗр) хутшӑннӑ чӑвашсенчен пӗри пулнӑ.
Патша вӑхӑтӗнчи архивра тупнӑ документсене тишкернӗ май чӑваш тӗпчевҫисем (Иван Одюков, Валем Ахун) вӗсенче асӑннӑ «Хуракасси» (Каракасы) Карайкасси ятлӑ пулма пултарнине ҫирӗппӗнех калаҫҫӗ. Халӗ вӑл — Сурӑмхӗрри ялӗ. Унтан инҫех мар, Сурӑм шывӗ леш енче, Хурапыр ятлӑ ял та пур.
1875 ҫулта чӑвашсен просветительне И.Я. Яковлева округ инспекторне лартаҫҫӗ. Вӑл час-часах халӑх хушшине тухса ҫӳрет, хӑш-пӗр ялсенче нумайлӑха чарӑнса тӑрать, шкул ӗҫне пуҫарас тӗллевпе ҫӗкленнӗ ыйтусене татса пама тӑрӑшать. 1890 ҫулта Сурӑмхӗрринче шкул уҫӑлать.
1930-мӗш ҫулсенче чиркӳ чанӗ шӑпланать. Чиркӳ ҫуртӗнче ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул уҫӑлать. Пиллӗк Карай ачисем пӗлӳ илме унта ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.
Паянхи шкул умӗнчи клумба ҫине хӗрлӗ, сарӑ, кӑвак чӗрӗ чечексенчен «ҫӗр ҫирӗм» тесе ҫырнине вулама пулать. Ҫӗр ҫирӗм вӑл — пултаруллӑ вӗрентекенсенчен чӑмӑртаннӑ шкул ҫӗр ҫирӗм ҫул хушши ырми-канми ӗҫленине пӗлтерет.