Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпар: «Симӗс планета 2010» ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи — Михайлов Алексей

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 23.08.2010 22:20 | 1924 хут пӑхнӑ
Алеша Михайлов
Алеша Михайлов

Мускавран савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ — пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ятлӑ ача-пӑча экологи канашлӑвӗ ирттерекен конкурсӑн лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Ҫӗр пулӑхлӑхне упрассишӗн кӗрешер» сайчӗпе «Хальхи технологисем — ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре» (экологи тата ҫутҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата тӗнче тетелӗнчи веб-страницӑсен ӑмартӑвӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкулта чӑваш чӗлхи тата обществознани вӗрентекен Михайлов В.М.

Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр!

 

Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ача-пӑча экологи форумӗ ирттерекен конкурса ҫак ҫӗршывсем хутшӑннӑ: Армени Республики, Болгари Республики, Бразили федеративлӑ Республики, Германи федеративлӑ Республики, Инди Республики, Казахстан Республики, Кипр Республики, Китай Халӑх Республики, Колумби Республики, Молдова Республики, Россия Федерацийӗ, Румыни Республики, Словак Республики, Таиланд Королевстви, Украина Республики.

Тӗрлӗ нацисен Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ача-пӑча экологи форумӗ ирттерекен конкурсӑн регионсенчи тапхӑрӗсенче 200 000 ачапа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Раҫҫейре 76 субъектри ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен 200 ытла обществӑлла организаци хутшӑннӑ ҫак пархатарлӑ ӗҫе.

#ӑмӑртусем, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем