Шупашкарти «Водоканал» акционерсен уҫӑ обществи шывсӑр хӑварассипе хӑратать. Вӑл кама тата хӑҫан «типӗ тыттарассине» те палӑртнӑ.
Шывпа тивӗҫтерекен предприяти ҫут ҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхӗсӗр пули-пулми ҫыннах хӑвармӗ. Хӑйӗн умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнисенчен хӑшӗсене.
Теприсен, ав, парӑмӗ миллиона та ҫывхарать, икӗ миллионтан иртнӗ предприяти те пур.
Текстильщиксен урамӗнчи «Юта» общество иртнӗ ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенчи парӑмӗ — 9 291,21 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 25-мӗшенче шывсӑр лартӗҫ. Париж Коммуни урамӗнчи Иванова Алевтина Васильевна парӑмӗ те «Ютӑран» кая мар - 9 268,76 тенкӗ. Вӑл та кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче шывсӑр ларӗ.
Евгений Сорокин, Александр Дельман, Руслан Борисов, Людмила Эльгер уйрӑм усламҫӑсем те парӑма аванах пухса тултарнӑ. Вӗсен те пӗр кун шывсӑр ларма тивӗ. Амазарян Альберт Арзуманович, Кузьмина Людмила Фирсовна, Григорьев Виталий Петрович ятлӑ ҫынсем те ҫак списока лекнӗ, «Ингури», «Стройстекло плюс» обществӑсем те.
Шупашкарти агрегат савучӗн парӑмӗ вара — 2 826 606,23 тенкӗ. Ӑна кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче шывсӑр хӑварӗҫ.