Паян инҫетри Калининградра (унта ҫитес тесен машинпа талӑк ытла каймалла) халӑх пухӑвӗ ирнӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх митинга 700 ытла ҫын пухӑннӑ (йӗркелӳҫӗсем 2500 ҫын пирки калаҫаҫҫӗ). Халӑха митинга опозициллӗ партисемпе обществӑллӑ юхӑмсем пуҫтарнӑ — Раҫҫей коммунисчӗсем, «Раҫҫей патриочӗсем», «Яблоко», «Содидарность», «Урӑх Раҫҫей». Пуху Калинин проспектӗнче вырнаҫнӑ Кӑнтӑр паркра иртнӗ.
Маларах халӑх Георгий Бооса Калининград облаҫӗн ертӳҫи вырӑнӗнчен кӑлармалли шухӑша пӗлтересшӗн пулнӑ, анчах та унӑн ячӗ кӗпернатор вырӑнне лартмаллисен йышӗнче ҫуккине кура йӗркелӳҫӗсем лозунгсене улӑштарнӑ. Хальхинче вӗсем Д.Медведьев президента премьер-министр ӗҫӗнчен Владимир Путина хӑтарма, тата ҫавӑн пекех кӗпернаттӑрсене халӑх суйлассине тавӑрма ыйтнӑ.
Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсене 2004 ҫултанпа суйламаҫҫӗ — вырӑнти парламентра ыттисенче нумайрах вырӑн йышӑнакан парти виҫӗ ҫынна сӗнет, Раҫҫей президенчӗ пӗрине суйлать те ӑна вырӑнти парламентарисем ырланӑ хыҫҫӑн вӑл регион пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Левада-центр» ирттернӗ ыйтӑмпа килӗшӳллӗн халӑхӑн ҫурри ытла тӳрӗ суйлавшӑн. 22% ҫеҫ кӗпернатӑрсене суйлама килӗшмен.