Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулать.
Шупашкар районӗнче те хаксем хӑпарнӑ. Тӗпренчӗксене унти ача пахчисене янишӗн халӗ 100 тенкӗ таран тӳлемелле. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех кӑларнӑ. Ача пахчинче 3–5 сехет пулнишӗн 54 тенкӗрен ытла тӳлемелле мар, 8–10 сехет пулакансемшӗн — 93 тенкӗ, 12 сехет пулсан — 115 тенкӗ, 24 сехет пулсан — 120 тенкӗ.