Ыран, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 46 ача Мускаври ёлкӑна кайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле 12 аслӑ ҫын пулӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, делегаци йышне тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ултӑ ача кӗнӗ. 15 шӑпӑрлан вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Пӗтӗм Раҫҫейри ёлкӑна кайма тивӗҫ пулнӑ. 10 ача вара — нумай ачаллӑ ҫемьесенчен. Тепӗр 10-шӗ конкурссемпе олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн ҫак хисепе тивӗҫнӗ. Делегаци йышӗнчи 5 ачан ашшӗ вара ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. Кремль ёлкине каякансем 8-14 ҫулсенче.
Ачасемпе пӗрле Мускава медицина ӗҫченӗсем, полици сотрудникӗсем, сакӑр педагог кайӗҫ.
Кремль ёлкинче спектакль кӑтартӗҫ, пылак парнесемпе савӑнтарӗҫ, вӑйӑсемпе конкурссем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасен экскурсие кайма та май пулӗ.