Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшенче, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пуканне медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлекен Михаила Арланова шанса панӑ.
Ҫӗнӗ должноҫри пӗрремӗш ӗҫ кунӗ Михаил Арлановшӑн тата коллектившӑн ҫутӑсӑр ларнипе пуҫланнӑ. Пичет ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра ларакансене ку пӑтӑрмах пырса тивмен-мӗн. Ӗҫ вырӑнӗсем улттӑмӗш хутра вырнаҫнӑ «Хыпар» ачисен — «Тантӑшӑн», «Хресчен сассин», «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», «Чӑваш хӗрарӑмӗн» — вара паян кунӗпех тӗттӗмре ларма тивнӗ. Уйрӑмах телейлисен пӳлӗмӗсенче компьютерсем ӗҫленӗ.
Энергетиксен кунӗ (календарьте паян ҫак кун) ҫапла килсе тухни издательство ҫурчӗ «Чӑваш Ен» издательство умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнипе, ҫавӑншӑн лешсем ҫутӑ сӳнтерсе лартнипе ҫыхӑннӑ тесе калаҫаҫҫӗ.