«Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ ачасене малалла пулӑшать. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 11-ти Захар Романова пулӑшу кирлӗ. Вӑл карланкӑн папилломатозӗпе чирлет.
Захара операци темиҫе хут та тунӑ. Анчах сиплев вӗҫленмен-ха. Сывалмашкӑн пулӑшу кирлӗ ӑна. Кун валли 5542 номер ҫине «дети» тесе ҫырса ямалла. СМС ҫыру яма 75 тенкӗ илеҫҫӗ.
Захар мӗн ҫуралнӑранпах йывӑррӑн сывлать. Карланкинче яланах папилломӑсем ӳсеҫҫӗ те сывлав ҫулне пӳлеҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхра реанимацие лекнӗ вӑл. Анчах операцисем тусан та лару-тӑру улшӑнман. Ӑна Мускаври тухтӑрсем сиплеме пуҫланӑ. Ку таранччен ӑна 40 ытла операци тунӑ. Кашнине — наркозпа. Халӗ карланкине ятарлӑ пӑрӑх лартнӑ.
Захар шкулта дистанци мелӗпе вӗренет. Унӑн сывалас шанчӑк пур. Анчах укҫа кирлӗ — 3 209 468 тенкӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 552 968 тенкӗ уйӑрӗҫ, «Пӗтӗм тӗнчери финанс клубӗ» банк 280 тенкӗ парӗ. «Пӗрремӗш канал» 2 миллион ытла тенкӗ пухма палӑртнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК 50 пин тенкӗ пухасшӑн.