Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть 5 ҫулти Варвара Гусельщикова ҫырнӑ сӑвӑсене тата вӑл ӳкернӗ картинӑсене хӑтланӑ. Хӗрача пушӑ вӑхӑтра акварельпе, гуашьпе, кӑранташпа ӳкерме юратать, сӑвӑсем ҫырать.
Варварӑн ашшӗпе амӑшӗ Наталья тата Дмитрий ятлӑ. Вӗсем ачине пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Варвара ташлама та юратать-мӗн. Ҫавӑн пекех вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет.
Хӗрача пӗррехинче амӑшӗпе ӗҫрен таврӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пуҫне сӑвӑ йӗркисем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене блокнота ҫырса пынӑ. Кӑштахран ЧР Писательсен пӗрлӗхӗ Варварӑна хӑйсем патне сӑвӑсемпе паллаштарма чӗннӗ. Унта ӑна кӗнеке кӑларма сӗннӗ.
Варварӑн пӗрремӗш кӗнеки 100 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Хулари тӗрлӗ вулавӑша 10-шар кӗнеке парнеленӗ вӑл. Халӗ Варвара юрӑсем ҫырма та хӑтланать-мӗн.